Хупă сасăсем, — улăшăнман, сывлăш çулĕ çинчи тĕрлĕ чăрмавсене сирсе пулнă сасăсем. Чăрмавсем хупă сасăсене каланă чух тĕрлĕ çĕрте тата тĕрлĕ майпа пулаççĕ, çавăнпа вĕсене артикуляци тĕлтен икĕ пысăк ушкăна уйăраççĕ:
Тутапа калаканнисем хушшинче икĕ тутапа калакан сасăсем (п, п', б, б', м, м'), тутапа-шăлпа калакан хупă сасăсем (в, в') пур. Чĕлхе тӳрчĕн хăш пайĕ ĕçе хутшăннине кура чĕлхепе калакан хупă сасăсем хăйсем те тĕрлĕ ушкăнсене уйрăлаççĕ:
Акустика тĕлĕшĕнчен хупă сасăсене икĕ пысăк ушкăна уйăраççĕ — шавлă хупă сасăсем тата янăравлă хупă сасăсем. Шавлă хупă сасăсем сăмахри позицие кура янăраканнисем тата янăраманнисем пулаççĕ. Сывлăш юхăмĕ чăрмавсене мĕнле çĕнтернине шута илсе шавлă тата янăравлă хупă сасăсем хăйсене вакрах ушкăнсене уйăраççĕ.
Чăваш чĕлхи ăслăлăхĕнче фонема пулакан хупă сасса уйăрса палăртас тĕлпе тĕрлĕ ученăйсем тĕрлĕрен шухăшлаççĕ. Пĕрисем 33 хупă фонема уйăраççĕ (В.И.Котлеев чĕлхеçĕ), теприсем 17 теççĕ, П.Я. Яковлев чĕлхеçĕ вара 26 фонемăна палăртать.
Чăваш алфавитĕнче: Бб, Вв, Гг, Дд, Жж, Зз, Йй, Кк, Лл, Мм, Нн, Пп, Рр, Сс, Çç, Тт, Фф, Хх, Цц, Чч, Шш, Щщ
Пулу | Пулу вырăнĕ
| |||||||
Тута | Хыçчĕлхе | Малчĕлхе | Варчĕлхе | Малчĕлхе | Хыçчĕлхе | Тута | ||
Питĕрĕнчĕк | п | к | т | т' | к' | п' | шавлă | |
хĕсĕнчĕк | ф | х | с,ш | ç | ш' | х' | ||
хутшăнчăк | ц | ч | ||||||
чĕлхеçум | л | л' | сонарлă | |||||
сасăпа | м | н | н' | м' | ||||
хĕсĕнчĕк | в | j | в' | |||||
чĕтренчĕк | р | р' | ||||||
хытă | нейтраллă | çемçе |
Чăваш сăмахĕсенче хупă сасăсен çирĕп йĕрки пур: 1) сăмах пуçламăшĕпе вĕçĕнче янăраман шавлă хупă сасăсем кăна пулма пултараççĕ (кас, çых, пит); 2) янăравлă хупă сасă умĕнче янăраман шавлă хупă сасăсем çеç пулаççĕ (тăпра, сукмак, çапла); 3) сăмах варринче юнашар тăракан шавлă хупă сасăсем янраманнисем пулаççĕ (пахча, укçа, ăçта); 4) икĕ уçă сасă хушшинче тата янăравлă хупă сасăпа уçă сасă хушшинче шавлă хупă сасăсем янăраканнисем те, янăраманнисем те пулаççĕ. Янăраман шавлă хупă сасăсем вăрăммăн илтĕнеççĕ: упа (уба) — аппа, така (тага) — такка, (виz'ĕ) — виççĕ, вутă (вудă) — вутта тата ыттисем те.