СС | |
die SS | |
Лидер: | {{{лидер}}} |
---|---|
Йĕркеленĕ вăхăт: | 1925 |
Салатнă вăхăт: | 1946 |
Идеологи: | Национал-социализм |
Йыхрав: | Шанăç — пирĕн чыс |
Гимн: | СС юрри |
Парти пичечĕ: | Хура корпус |
СС (ним. die SS, ячĕ нимĕç авиаци терминĕн аббревиатуринчен Schutzstaffel — «хӳтĕлев эскадрильи», Германире die SS ăнлава СС пирки нихçан та уçса паман) — НСДАП хӳтĕлев текĕрчĕсем, çар евĕр йĕркелӳсем. Малтанах СС А. Китлĕра сыхланă, штурм текĕрчĕсен шутĕнче тăнă. 1934 çултанпа СС штурм текĕрчĕсенчен кĕлараççĕ те вăл НСДАП уйрăм структури пулса тăрать те Китлĕрпа СС рейхсфюрер Г. Гиммлера пăхăнса тăрать. 1939 çулхи раштав уйăхĕнче СС шучĕ 243,6 пин çынна (çав шутра Пĕрлехи СС — 223,6 пин çын) çитет. 1934 çулхи раштавра СС вăйлату чаçĕсене йеркелеме тытăнаççĕ, вĕсене 1940çулхи çĕртмере СС çарĕсем (1945 çулхи пуш уйăхĕнче СС çарĕсенче 830 пин çын хĕсметре тăнă) ята параççĕ.
1933—1945 çç. СС тытăмне мильон çын асапланса вилнĕ концентраци лагерĕсемпе вилĕм лагерĕсем кĕнĕ.
1923 çулхи пуш уйăхĕнче сехет ăсти Эмиль Морис тата канцтовар сутăçĕ Йозеф Берхтольд Мюнхенре Герман Эрхард бригадинчи СА штурмовикĕсенчен НСДАП фюрерĕн Китлĕрĕн хуралçисене («Штаб хуралĕ» (ним. Stabswache).) йĕркеленĕ .
Ӳссе пынă май:
СС дивизисен эмблемисем Викиампарта? |
Вермахт çар хисепĕн танлашăвĕсем
СС рейхсфюрерĕ хисепе СС тата СД ертӳçи Генрих Гиммлер çеç тивĕçнĕ.
Тĕплĕнрех SS тата ытти нацист йĕркелĕвĕсен тӳрисемпе паллисем пирки çакăнта вулама пулать: тут 2007 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче архивланӑ.
Дивизисем:
Бригадăсем:
«Наци Германийĕ» порталĕ | |
«Фашизм» проекчĕ |
Шаблон:СС йĕркелĕвĕ Шаблон:Фашизм (темăсем) Шаблон:Нацизм Категоря:Çынлăха хирĕçле тата вăрçă йĕксĕк ĕçĕсем