Джейн Остин (акăл.Jane Austen, Остен тесе çырни те пур, 1775—1817) — акăлчан çыравçи, британ литератури реализмĕн мал ĕçченĕ, çемье, «хĕрарăм роман» никĕснее хураканĕ. Унăн кĕнекисене шедевр вырăнне хураççĕ, вĕсен сюжечĕ ахаллĕхĕпе питĕ чунна тыткăна илет, унăн хайлавĕсенче чăн «акăлчан» кулăшĕ сисĕмлĕ туйăнать. Джейн Остин халиччен те акăлчан литературин «Пĕрремĕш хĕрарăмĕ» шутланать. Унăн пултаруллă ĕçĕсене Аслă Британин пур колледжĕсенче тата университетсенче тĕпчесе веренеççĕ.
Кун-çулĕ
Джейн Остин 1775 çулхи раштавăн 16-мĕшĕнчеХэмпширграфлăхăн Стивентон хулинче çуралнă. Унăн ашшĕ, Джордж Остин, прихут чиркӳ ĕçтĕшĕ пулса ĕçленĕ. Вăл авалхи кент çемьинчен тухнă пулнă, аслă пĕлӳ илнĕ çын шутланнă. Унăн арăмĕ, Кассандра Ли, чухăна тухнă ватă ăратран тухнă. Джейнсăр пуçне çемьере улттă арçын ачапа пĕр хĕрача (Кассандра) ӳснĕ. Джейн Остин чи кĕçĕннинчен асли пулнă.
Ун чухне çын нумай вилнĕ пулнă, çапах та пур ачи те сывă çитĕннĕ. Аслă пиччĕшĕ, Джеймс, литература ĕç-пуçĕпе тăрмашнă: сăвă, проза çырнă, анчах та ашшĕн йĕрĕпех утнă. Иккĕмĕш пиччĕшĕ, Джордж, ăс-тăн енчен тайлăк пулнă, калаçма пултарайман. Унпа калаçмах Джейн чĕлхесĕр çын ал паллине вĕренет. Виççĕмĕш пиччĕшне, Эдварда, Остинсен ачасăр пуян Найт хурăнташĕсем усрава илнĕ, вăл вара джентри классран нобилити класа куçать.
Джейнăн тăваттăмĕш, юратнă пиччĕшĕн, Генри Томасăн, шăпи романтикăллă пулнă. Вăл хăйĕн ĕмĕрĕнче темиçе профессипе те тăрмашнă: çарта хĕсметре тăнă, банкир пулса ĕçленĕ, малтан ăнăçлă, кайран юхăннă, сан йышăннă. Элиза де Фейда, гильотина çинче шăпине вĕçленĕ францидворянинĕн тăлăх арăмне качча илнĕ. Элизăн сĕмĕпех Джейн францилле начар мар пĕлнĕ, франци авторĕсене: Ларошфуко, Мишель де Монтень, Лабрюйер кĕнекисене вуланă, çаплах театра кăмăлама пуçланă.
Ытти икĕ пиччĕшĕ, Фрэнсис тата Чарльз, тинĕсçĕсем пулнă, адмирал тинĕс çар хисепне тивĕçнĕ.
Остин пултарулăхĕнче иккĕ тапхăра палăртаççĕ: 1795—1798 çç. малтанхи романсене хайланă; 1811—1816 çç. — чапа тухнă романсене — «Мăнаçлăхпа умсисĕмлĕх» тата «Ăс-тăнпа туйăмсем» — ăсталанă.
1980 — «Джейн Остин Манхэттенре» (акăл.Jane Austen in Manhattan). Аслă Британи-АПШ, фильм. Реж. — Джеймс Айвори. Рольсенче: Энн Бэкстер, Роберт Пауэлл, Майкл Вагер тата ур.
2002 — The Real Jane Austen. Аслă Британи, телефильм. Реж. — Nicky Pattison. Рольсенче: Anna Chancellor, Gillian Kearney тата ур.