Джон Локк | |
John Locke | |
Çуралнă вăхăт: | 1632, çурла, 29 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Рингтон, Сомерсет, Англи |
Вилнĕ вăхăт: | 1704, юпа, 28 (72 çул) |
Вилнĕ вырăн: | Эссекс, Англи |
Патшалăх: | |
Ăслăх сфери: | британи эмпиризмĕ |
Джон Локк (акăл. John Locke, çурла, 29, 1632, Рингтон, Сомерсет, Англи — юпа, 28, 1704, Эссекс, Англи) — британ вĕрентӳç тата философĕ, эмпиризм тата либерализм элчи. Сенсуализм вĕренĕвне анлăн сарнă. Унăн шухăшлавĕсем эпистемологи тата политика философийĕ атăланăвне пысăк сĕм янă. Ăна Çутĕç тапхăрĕн чи витĕмлĕ шухăшлавçисен тата либерализм теоретикĕсен чи çÿллĕ шайне лартнă. Локк çырăвĕсем Вольтер тата Руссо çине, нумай шотланд Çутĕç тапхăрĕн шухăшлавçисем тата американ революционерĕсем çине вăйлă витĕм хунă. Унсăр пуçне американ Пăхăнманлăх Декларациинче те унăн витĕмне курма пулать.
Локкăн теориллĕ калăпăшне Давид Юм тата Иммануил Кант пек кайранхи философсем те палăртнă. Локк шухăшлавçăсен пĕрремĕш шутĕнче сăпатлăха татăлми тăн тăрăх уçнă. Çаплах вăл тăн «таса хăма» тенĕ, урăхла каласан, Декарт философине пăхмасăр, Локк çынсем çуралнă чухнехи шухăшлавсемсĕр çуралаççĕ тенĕ, тата унăн вырăнне пĕлÿ чун-туйăмсене сăнаса тишкерни тăрăх çех килет тесе хытарнă.
Джордж Беркли, Давид Юм, Иммануил Кант, Шопенгауэр философсем тата АПШ никĕслекен философ-политиксем çине сĕм хунă.
Унăн тавракурăмне Платон, Аристотель, Фома Аквинский, Декарт, Гоббс витĕмленĕ.
Джон Локк Викицитатникре? | |
Джон Локк Викивулавăшра? |